Канаш районĕнчи Чакаç ялĕнчи «Салтак тӳми» ача садне виçĕ уйăха хупнă. Шыв пăрăхĕнчен таса мар шыв юхнипе çыхăннă ку. Ку йĕркесĕрлĕхе Роспортебнадзор ĕçченĕсем тĕрĕслев комиссийĕпе пырса тупса палăртнă. Халĕ унта мĕнле лару-тăру пулнине пирĕн пултарулăх ушкăнĕ вырăна тухса тишкерчĕ. Шыв пăрăхĕсенчен юхакан шыв таса мар пулнине палăртнă тĕрĕслекенсем. Ăна ача садĕнче ĕçлекенсем пусăран илнĕ пулнă. Халĕ унта çăра çакăнса тăрать. ЛАРИСА СЕРГЕЕВА: «Çак усă куракан шыв Санпин требовнисене тивĕçтерет тесе йышăннă. Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чакаçри ача садне 90 кун таран йышăну йышăннă. Садик ĕçлемен вăхăтра ачасем ашшĕ-амăшĕпе, ватă çынсемпе ларнă». Ача садне 26 пепке çӳрет. Кĕçех вĕсем малашне садике çӳреме пуçласса ашшĕ-амăшĕ те, çак шкул умĕн пĕлӳ паракан учрежденире вăй хуракансем те питĕ кĕтеççĕ. НИНА ТРОФИМОВА: «Эпир çăла тасатрăмăр. Водопровод трубисем çине лартрăмăр. Çĕнĕрен тĕрĕслеве шыва патăмăр. Паянхи вăхăтра анализсем санитари нормативĕсене тивĕçтереççĕ. Çавăн хыççăн Канаш район судне хутпа тухрăмăр. Садик