Суту-илÿ тума чармаççĕ, йĕркене пăхăнма ыйтаççĕ. Урамра, çуртсем умĕнче тата ытти палăртман вырăнта япала сутса тупăш тума юрамасть. Ку саккун тĕлĕшĕнчен çеç мар, сывлăхшăн та сиенлĕ пулма пултарать. Анчах, çак йĕркерен пăрăнакансем пурах. Кăçал çеç юраман вырăнта ĕçлекен 140 сутуçăна административлă явап тыттарнă. Рейдсем малалла пыраççĕ.