Малашлăха суйлатпăр

Чӳк уйăхĕн 15-мĕшĕнче Раççейре халăх çыравĕ вĕçленет. Вăл çĕр-шывра кам, ăçта тата мĕнле пурăннине пĕлмелли тĕп çăл куç. Халăхран пуçтарнă информацие тӳрремĕнех çĕр-шыври статистика служби йышăнать. Çак кăтартусемпе малашлăхра социаллă программăсем хатĕрлеме усă курĕç. Çыравра халăха шута илекенсем халĕ те хуçалăхсене çӳреççĕ. Вĕсемпе пĕрле пирĕн репортёр Елизавета Цветкова та Шупашкарти уйрăм хуçалăхсене çитсе курчĕ.
В начало