Ял хуçалăхĕнче хăватлă тимĕр утсăр пĕр ĕç те тума май çук. Çуркунне ака-сухара та, кĕркуннехи тухăçа пуçтарнă чухне те. Çакна шута илсе патшалăх хресчене тĕрлĕ енлĕ çăмăллăх парать. Вĕсенчен пĕри вăл — тимĕр ут туянма тăкакланă укçан 40 процентне саплаштарни. Çак тĕревпе республикăри çĕр ĕçченĕсем туллин усă кураççĕ.