«Асăрхан, машина!» çак сăмахсене çул урлă каçнă вăхăтра час-часах илтме пулать. Самантлăха тимлĕхе çухатни вара пысăк хăрушлăх патне илсе çитерет. Кăçал Чăваш Енре 10 уйăхра çул çинчи инкекре 7 çуран çӳрекен çын вилнĕ, 141-шĕ аманнă. Халăха асăрхаттарас тĕллевпе çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн инспекцийĕн ĕçченĕсем рейдсем ирттереççĕ. Шкул ачисем çеç мар, аслисем те, тепĕр чухне çул-йĕр правилисем çине алă сулаççĕ тейĕн. Хăрушсăрлăха хыçа хăварса, вăхăта перкетелесе юраман çĕртен çул урлă каçни вилĕмпе куçа-куçăн тĕлпулу йĕркелеме пултарать. Чупни, тимлĕхе çухатни, çул урлă каçмалли вырăн аякра пулни, васкани, пĕлменни. Паллах, кашнийĕн сăлтавĕ тĕрлĕрен, çапах йĕркене пăхăнманни инкек патне çул хывать. – Йĕркерен пăрăнакансене курмастăр-и? – Куратăп, тепĕр чухне кăшкăратăп та, шăхăратап та. Япалан йĕрки пур ĕнтĕ. Хĕл тапхăрĕ çитнĕ май уйрăмах тимлĕ пулмаллине аса илтереççĕ çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн инспекцийĕн ĕçченĕсем. Палăртмалла, кăçал çеç çуран çӳрекенсемпе çыхăннă 145 пăтăрмах пулнă. Чĕретлĕ рейдра та ятарлă вырăнсен