Пĕтĕм Раççейри «Пысăк тăхтав» конкурсăн иккĕмĕш тапхăрне пĕтĕмлетрĕç. Шкулта вĕренекенсем тупăшаççĕ унта. Чăваш Ен каччисемпе хĕрĕсем çĕршыв шайĕнче палăрнă. Вĕсем хăйсен проекчĕсемпе паллаштарнă. Тĕрлĕ грант илме тивĕçнĕ.«Пысăк тăхтав» конкурса республикăри 10 000 ытла çамрăк хутшăннă. Çĕршывĕпе 2 миллион çурă ача тĕрлĕ проект хатĕрлесе хăйсен малашнехи шухăшĕпе паллаштарнă. 11-мĕш класра вĕренекенсене 1 миллион тенкĕ панă, 9-10-мĕш классенче ăс пухакансене 200 000 тенкĕ парса хавхалантарнă. Вĕсен йышĕнче: Шупашкарти 44-мĕш лицейра ăс пухакан – Майя Дмитриева, 2-мĕш гимназири Яна Семенова 200 000 тенкĕ илме тивĕçнĕ. Çĕмĕрлери 8-мĕш гимназире вĕренекен Кристина Петякова, Каçал енри 2-мĕш шкул ачи Александра Салмина, Шупашкарти 56-мĕш шкулта вĕренекен Игорь Александров 1 миллион тенкĕ илме тивĕçнĕ. Чи малтанах конкурса хутшăнакансене дистант мелĕпе суйланă. Вĕсем унта «Йышăну ту», «Тăван çĕр-шыва хӳтĕле», «Ырă ту», «Сывă пул», «Пурнăçа кĕрт» тата ытти енĕпе тĕрлĕ хăнăхтару пурнăçланă. Финалта вара ӳнер, пултар
1 view
66
12
1 year ago 00:03:49 1
«Культура» наци проекчĕ ырă çĕнĕлĕхсемпе савăнтарать