Шупашкар кăçал 552 ҫул тултарать. Тĕп хуламăр çулĕпе ҫамрăк мар пулин те çитĕнĕвĕсем чăннипех, аслă, мăнаçлă. Шупашкар — Ĕç мухтавĕн хули ята тивĕçрĕ. Ҫуртсем ҫĕкленеҫҫĕ, ҫулсемпе картишсем ҫĕнелеҫҫĕ. Шупашкарта социаллă инфратытăм обьекчĕсем хута каяҫҫĕ, тĕп хула ҫулран-ҫул илемленсе, пурăнма, ĕҫлеме, вĕренме хăтлăланса пырать.