Открыткăсене улăштарма май пур

Раççейĕн тĕрленĕ картти хăйĕн пĕлтерĕшне çухатмасть, калаçтарсах тăрать. Ку проект халь онлайн урлă открыткăсене пĕр-пĕринпе улăштарма юратакансене те хавхалантарса янă. Посткроссерсем пуçарнипе кашни регион карттине ӳкернĕ открыткăллă пулма пулать. Посткроссинг платформа урлă пĕтĕм тĕнчипех открытка илме пулать. Унта 209 çĕршывран çынсем регистрациленнĕ. Почта карточкисене пухакансем Чăваш Республикин наци музейĕпе Раççейĕн кашни регионĕ валли уйрăм открытка хатĕрленĕ. СВЕТЛАНА КАЛИКОВА: «Пирĕншĕн, паллах, питĕ паха Раççей шайĕнче тĕрленĕ карта, Чăваш Республикин проекчĕ тĕрлĕ енлĕ пурнăçа кĕрсе пырать. Сăмахран, Ростоври пирĕн ĕçтешсем çĕнĕ проект сĕнчĕç. Эпир çак Раççей шайĕнчи фрагментсене открыткăсене вырнаçтарса тĕрлĕ регионсемпе ылмаштаратпăр. Вăл отрыткăсене укçапа илме май килмест. Вĕсене çав акцинче хутшăнса анчах илме май пулать». «Вконтакте» социаллă тетелре ятарлă ушкăнра регистрациленсен çак акцие хутшăнса пурте открыткăллă пулма пултараççĕ. Вĕсене хатĕрлесе çитернĕ. Раççейĕн тĕрленĕ карттин ӳкерчĕкне утă уйăхĕн вĕçĕчченех илме пулать. Сăмах май, Чăваш Енре çурла уйăхĕнче «Тĕрленĕ Раççей» фестиваль иртет. Хальлĕхе çĕршыври 58 регион унта хутшăнма кăмăл тунă. Маçтăрсем хăйсен тăрăхне тĕрленĕ карттăсене илсе килеççĕ.
Back to Top