Чăваш мифологийĕпе фольклорĕ – хальхи йышши анимациллĕ мультфильмра. Шупашкарти культурăпа ӳнер аталанăвĕн центрĕн ĕçченĕсем чăваш халăх юмахне тĕпе хурса «Уйăх çинчи хĕр» мультфильм ӳкернĕ. Ăна пурнăçа кĕртме президент гранчĕсен фончĕн тĕрев укçи пулăшнă.
Мĕн авалтан чăваш мифологийĕпе килĕшӳллĕн тĕнчене 3 пая уйăрнă. Çӳлти – яланах ырăлăхпа çыхăннă. Çакна «Уйăх çинчи хĕр» юмах та çирĕплетет. Кĕске пулсан та вăл вулакансене ĕçчен те патвар пулма, аслисене хисеплеме вĕрентет. Çĕнĕ технологисен ĕмĕрĕнче вара юмаха вулама çеç мар, ăна лайăх пахалăхпа курма та май пулмалла. Сăнарсене «чĕртес» шухăш Шупашкарти культурăпа ӳнер аталанăвĕн центрĕн ĕçченĕсен çуралнă. Çак пуçарăва пурнăçа кĕртме тĕрев укçине çĕнсе илни тата та ытларах хавхалантарнă. Тумалли ĕçĕ те сахал мар пулнă: сценари хатĕрлемелле, анимаци валли пĕчĕк пайсем ӳкермелле тата ытти те. Апла пулсан та мультипликаци проекчĕн пĕрремĕш фильмне пĕр уйăхран хатĕрлесе пĕтернĕ. Унта 3 Д-модель мелне те усă курнă. Шăпах çакнашкал технологи ачасен кăсăкланăвне çуратасса шанаççĕ йĕркелӳçĕсем. Çулталăк вĕçлениччен Шупашкарти культурăпа ӳнер аталанăвĕн центрĕн хастарĕсен Чăваш Ен çыннисене «Çил ачисем» тата «Улăп çĕрĕ» анимациллĕ фильмсемпе те савăнтарма шантараççĕ. Вĕсен ĕçĕ çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани пама та пулăшмалла.
8 views
481
160
1 month ago 00:14:21 1
Kia Carens X-Line 2024- ₹19.2 lakh | Real-life review
3 months ago 00:22:45 1
🔴 EDITED REPLAY! EASY Last Minute Valentine’s Day Cards with Watercolor - Minimal supplies needed!
3 months ago 00:13:38 1
Desk Setup Tour 2024 - My ULTIMATE 4 in 1 Work & Gaming Station
3 months ago 00:08:07 1
три песни
3 months ago 00:03:49 1
ИРИНА САРИГЕЛЬ “МАН ПУШКӐРТӐСТАН“ (“Мой Башкортостан“) . Сл. и муз. Ирины Саригель (Ирины Сухаревой)
3 months ago 00:03:14 1
МОЙ БАШКОРТОСТАН Сл. и муз. Ирины Саригель(Сухаревой). Исп. РАДИК ВАЛЬМУХАМЕТОВ, народный артист РБ.
3 months ago 00:03:50 1
ИРИНА САРИГЕЛЬ. “МОЙ БАШКОРТОСТАН“. Сл. и муз. Ирины Саригель (Ирины Сухаревой)
4 months ago 00:03:04 9
The Witcher 3 - Unreleased Gwent Track 4 - Cover by Dryante
5 months ago 00:16:51 1
Birthday Balloon Shaker Cards! NEW Waffle Flower!
6 months ago 00:19:55 1
Turning my holiday sweater into a card (+ a HUGE announcement)!
6 months ago 00:01:58 3
Чăваш Енре – Вадим Жук тата Марина Курчевская
6 months ago 00:02:26 1
Чун ыйтнă ĕç
7 months ago 00:01:47 15
Театрсен фестивалĕ уçăлчĕ
7 months ago 00:02:04 4
Уçă алăксен кунĕ иртрĕ
7 months ago 00:01:47 8
«Уйăх çинчи хĕр» анимаци мульфильмне ӳкернĕ
7 months ago 00:14:27 1
Just 2 Yards Each of 2 Fabrics Makes this Eye-Catching Quilt! Easy!