Ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вĕсен çывăх çыннисене Чăваш Енре тĕрлĕ пулăшу кӳреççĕ. Вĕсенчен пĕри – медицина сиплевĕ. Республикăри офтальмологи клиника сыватмăшĕ пуçарнипе унта уйăхсеренех салтаксемпе вĕсен тăванĕсене йышăнмалли уçă алăксен кунĕсене ирттереççĕ. Николай – ятарлă çар операцине хутшăннă салтак. Пĕр çапăçу вăхăтĕнче унăн сылтăм куçне ăнсăртран мина ванчăкĕсем кĕрсе кайнă. Куç шăрçи тата куçăн шалти витĕмĕ шар курнă. Госпитальте сипленнĕ хыççăн ăна чирлени çинчен хут çырса панă. Малашне вара ăна офтальмолог сăнавĕ кирлине каланă. Социаллă тетелсенче Николай ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли акци ирттернине курнă. Çак ырă пуçарупа усă курма шухăшланă вăл. Ăна республикăри офтальмологи клиника больницин тĕп тухтăрĕ тĕрĕслерĕ.
ИРИНА ВАСИЛЬЕВА: «Енчен те операци тумалла пулсан вĕсене эпир пĕрремĕш илетпĕр çак операцисене, вĕсене эпир пулăшу паратпăр, малалла вара сăнаса тăратпăр. Çулталăк пуçламăшĕнчен 200 ытла çын килчĕç пирĕн пата. Вĕсен хушшинче ытларах çемьерисем, мăшăрĕсем, ачисем, ашшĕ-амăшĕсем. Вĕсене пулăшу пама пултарни пирĕншĕн питĕ хаваслă, мĕншĕн тесен вĕсене кирлĕ çак хăйсене пулăшса пыни, вĕсемпе пĕрле пулни». Салтаксене тата вĕсен çывăх çыннисене меллĕ пултăр тесе уçă алăксен кунне шăматкун ирттереççĕ. Ыйтупа килекен мĕн пур çыннах шур халатлисем йышăнса тĕрĕслеççĕ. Çапла, 3 эрне каялла ятарлă çар операцине хутшăнакан салтак амăшне лазер мелĕпе операци тунă. Маларах унăн куçĕ 20 процент курнă пулсан, халĕ вара вăл 70-80 процент таранах курать. Уçă алăксен кунĕсем йĕркелессине шур халатлисем республикăри офтальмологи клиника больницин сайтĕнче, сывлăх сыхлав министерствин порталĕнче тата «Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисем» фондăн социаллă тетелĕсенче пĕлтерсе тăраççĕ.
4 views
1499
405
4 months ago 00:23:29 1
НОСТАЛЬГИЯ — самый большой ФЕЙК В ИСТОРИИ — ТОПЛЕС
6 months ago 00:01:47 15
Театрсен фестивалĕ уçăлчĕ
6 months ago 00:02:04 4
Уçă алăксен кунĕ иртрĕ
7 months ago 00:01:58 4
«Сăн ӳкерчĕк вăл — истори»
9 months ago 00:02:05 1
Вăйли малта
9 months ago 00:01:54 1
Вăрçă çулĕсем — куç умĕнче
10 months ago 00:02:21 1
Ачасене - ĕç вырăнĕсем
10 months ago 03:03:57 2
ХИЖИНА МУЗЫКАНТА и ГИТАРА С НУЛЯ поют ДЛЯ САМЫХ ЛУЧШИХ
11 months ago 00:01:12 1
Каçалсем наци проекчĕсемпе курăмлă ĕçлеме тăрăшаççĕ
11 months ago 00:03:49 1
«Культура» наци проекчĕ ырă çĕнĕлĕхсемпе савăнтарать
11 months ago 00:03:20 1
Раççей кунĕ
11 months ago 00:06:17 6
Тĕрлĕ халăх çамрăкĕсем форумра пуçтарăнчĕç
11 months ago 00:01:23 1
Ача сачĕнче лагерь ĕçлет
12 months ago 00:02:13 3
LITTLE BIG - PENDEJO (Official Music Video)
12 months ago 00:01:29 1
Çамрăксен балĕ Хĕрлĕ тӳремре иртрĕ
12 months ago 00:01:21 1
Донецк халăх республикин хастарĕсем Чăваш Енре хатĕрленеççĕ