Пултаруллă ачалăх

Кашни ача хăйне евĕр пултаруллă. Турă панине тупса малалла аталантарма пулăшмалла кăна. Раççейри айăплава пурнăçа кĕртекен тытăмăн Чăваш Енри управленийĕ те çакна шута илсе ĕçлет. Вăл йĕркеленĕ «Пултаруллă ачалăх» фестивальте Куславкка хулинчи Адель тата Радель Фаизовсем çĕнтернĕ. Кăçал вĕсем Пĕрремĕш каналăн «Пуринчен аван - Лучше всех» телепрограммине хутшăнма та тивĕçнĕ.
Back to Top