Саккун сакки сарлака, çитсе лармалла мар теççĕ халăхра. Чăнах та, ирĕкпе усă курма пĕлмелле. Ку тытăмра вара кăткăслăх чылай, специалистсăр ыйтăва татса пама та йывăр. Çакна «Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисем» фондăн Чăваш Енри уйрăмĕнче те лайăх ăнланаççĕ. Вĕсем ятарлă çар операцине хутшăнакансене, салтаксен çывăх çыннисене юриди пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ. Ятарлă çар операцине хутшăннă. Çапах та шантарнă тӳлевсем халĕ те çитмен. Пулăшу ыйтса салтаксемпе çывăх çыннисем «Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисем» фондăн Чăваш Енри уйрăмне çитнĕ.
МАРГАРИТА ЯСТРЕБЦЕВА: «Ман упăшка СВОра аманнă. Ăна хĕсмете тивĕçлĕ мар тесе йышăнчĕç. Çав категори пирки выплатăсем пирки ыйтса пĕлесшĕнчĕ эпир. Документсем çук. Пире акт тума пулăшаççĕ». Хĕсмете урăх каяйманнине Маргаритăн упăшкине иртнĕ çулта раштав уйăхĕнче каланă, хутпа та çирĕплетнĕ. Çапах та халĕ те çар чаçĕнчен кирлĕ хутсене ярса паман.
МАРГАРИТА ЯСТРЕБЦЕВА: «Документсене çар чаçĕнчен кĕтетпĕр. Тепĕр уйăх çак уйăх хушшинче куçмасан документсем вара малалла адвокатсемпе çырусем çыратпăр. Пире документсем паччĕр». Маргаритăн кĕтмелле пулсан Еленăн ыйтăвĕ çывăх вăхăтра татăлмалла. Унăн мăшăрĕ ятарлă çар операцине урăх çар округĕнчен кайнă. Çавăнпа тĕпренчĕке вăл ача садне тӳлевсĕр яраймасть. Еленăна пулăшма шантарчĕç.
ЕЛЕНА ЗАЙЦЕВА: «Фонд кашние çак ятарлă çар операцие хутшăнакан çамрăксене пулăшма тăрăшать. Вĕсен çĕмйисене те. Паллах, хăй фончĕ пĕччен пулăшма пултараймасть. Ун валли ытти çынсем килсе пулăшма, ятарлă специалистсем. Паянхи кун пирĕн пата юристсем килчĕç. Вĕсем юридически пулăшусем параççĕ. Эпир çынсене пулăшма тăрăшатпăр». Ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшасси – фондăн тивĕçĕ. Çакăн евĕр тĕл пулусене тĕрлĕ специалистсемпе кашни уйăхрах йĕркелеме палăртаççĕ унта ĕçлекенсем.
1 view
1890
650
1 year ago 01:59:41 1
Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсене пулăшма йĕркеленĕ концерт (05. 11. 2022 ЮТВ)
11 months ago 00:01:45 3
Тăван çĕршыв мĕнрен пуçланать?
1 year ago 00:02:14 1
«Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисем» фонд
1 year ago 00:02:02 1
Тăван çĕршыва хӳтелеме кайрĕç
5 years ago 00:01:09 2
Тăван çĕршывăн паттăрĕсене асăнса чечексе хучĕç
5 years ago 00:01:35 1
Çĕнтерÿ урокĕ
5 years ago 00:01:31 10
Тăван çĕршыва хÿтĕлеме хатĕр
5 years ago 00:03:20 14
Николай Енилинăн «Юратнă тăван çĕршывĕ
7 years ago 00:04:21 1
Вăрнар районĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă салтака пытарчĕç
11 months ago 00:02:20 4
Тĕрлĕ ĕç-пуçа явăçтарĕç
9 years ago 00:01:44 5
Елизавета Егорова В. Эткелĕн “Тăван çĕршывăмăр“ сăввине калать
7 years ago 00:01:31 1
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă тăванĕсене халалласа
7 years ago 00:02:58 1
Паян - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă мухтавлă кун
2 years ago 00:23:08 1
Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсене пулăшма йĕркеленĕ концерт - 1 пайĕ (05. 11. 2022 ЮТВ)
6 years ago 00:01:55 9
Вăрçăра пуç хунă чăваш салтакĕн тăванĕсене шыраççĕ