Çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче пысăк та паллă уява – Раççей кунне – паллă турăмăр. Пур регион та флешмоба хутшăнчĕ. Шупашкарта ирхине ирех Хĕрлĕ лапамра пин-пин çамрăк пухăнса çĕршыва мухтаса юрăсем янăратрĕç. Çавăн пекех пухăннисем 1500 тӑваткал метр пысăкăш ялава вĕлкĕштерчĕç.
Ҫак уяв ҫӗршывӑн – тӗнчери хӑватлӑ патшалӑхӑн пӗрлӗхне сӑнарлать, унӑн аслӑлӑхне Раҫҫей ҫыннисен нумай-нумай ӑрӑвӗ туптаса ҫирӗплетнӗ.
ЛЕОНИД ЧЕРКЕСОВ: «Çакăнта çамрăксем нумай. Ку, чăнах та, савăнтарать. Çак уявпа эпир Раççейри Президентпа, Владимир Владимирович Путинпа пĕрлине калатпăр. Эпир пĕрле пулсан пире нимĕнле йывăрлăхсем те хăрушă мар».
Ку уяв Тăван çĕршыва юратакан, унăн ырлăхĕшĕн тăрăшакан кашни çыншăнах хаклă. Вăл пирĕн халăх мăнаçлăхпа ирĕклĕхшĕн кар тăнине, пĕр шухăшлă пулса Раççей мухтавне яланах çĕклеме хатĕррине палăртать. Раççей хăйĕн халăхне малашлăхпа тивĕçтерме пултаракан патшалăх тесе шутлатăп», – тесе Константин Доброхотов та.
КОНСТАНТИН ДОБРОХОТОВ: “Ирхине ирех хĕвел хĕртсе пăхать кунта. Тĕрлĕ университетсенчен, институтсенчен студентсем килнĕ кунта. Эпир те чăваш патшалăх университечĕнчен килсе çитрĕмĕр. Чăнах та, савăнăçлă кун. Чăвашсем Раççей çĕршывĕнче пурăннишĕн эпĕ те савăнатăп. Кану кунне пăхмасăр кунта пин-пин çын килнĕ. Ку ĕнтĕ вăл пирĕн çĕршывшăн халăхăн паттăрлăх туйăмĕ пуррине пĕлтерет».
Çамрăк уяв. Çак куна 2002-мĕш çулччен Раççей патшалăх суверенитечĕ çинчен калакан Декларацие йышăннă кун пек уявланă.
КАРИНА МАКСИМОВА: «Пире пĕрлештерекенĕ паян Раççей ялавĕ пулчĕ. Кун пек акцисем, ман шутпа, ытти муниципалитетсенче те кирлĕ, çак акци патриотизма ӳстерет, хавхалантарать пире пурне те».
Ялава вĕлкĕштернипех вĕçленмерĕ уяв. Йăлана кĕнĕ йĕркепе çак кун 14 çул тултарнă çамрăксене Раççей гражданинĕ пулни çинчен пĕлтерсе паспорт пачĕç. Пурнăçри тĕп документа Чăваш Республика Пуçлăхĕн аллинчен илесси уйрăмах чыс.
– Пирĕн Раççей историйĕ питĕ анлă, питĕ пуян. Çак историллĕ страницăсенче, шел пулин те, тĕрлĕ вăрçă тапхăрĕсем те пур. Анчах та пирĕн Раççей халăхĕсем яланах пĕрле пухăнса хутте мĕнле вăйлă вăя та питĕ çиреп хурав пама пултарнă. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи, Вăрнар, Муркаш, Шупашкар, Çĕрпӳ тăрăхĕсенчи 14 çул тултарнă 12 ача Раççей кунĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн аллинчен çирĕплетӳ документне илчĕç. Вĕсем спортра, вĕренӳре, тĕрлĕ конкурсра палăрнисем, ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисем.
АНАСТАСИЯ КАБАЧКОВА: «Эпĕ вайлă тĕлĕнтĕм, эпĕ кĕтменччĕ çакăн пек пулассине. Эпĕ спортпа туслашнă. Йĕлтĕрпе нумай ярăннă, чупма çӳренĕ. Тĕрлĕ акцисенче хутшăннă, шкултан та таçта çӳренĕ».
Çак йăла хастар çамрăксене малалла аталанма пулăшать.
1 просмотр
380
92
4 месяца назад 00:04:13 1
ИРИНА САРИГЕЛЬ. “Не отрекусь от жизни все равно“. Сл З. Сурбан, муз И. Саригель
9 месяцев назад 00:01:33 1
Нумай ачаллă çемьесене — тĕрев
10 месяцев назад 00:02:36 2
Çемье вучахĕ çунма пуçларĕ
10 месяцев назад 00:11:51 1
Раççей Паттăрне-Çеçпĕл премийĕ. 1-мĕш пайĕ.
11 месяцев назад 00:03:09 9
«Театр — манăн ăраскал»
1 год назад 00:01:58 3
Чăваш Енре – Вадим Жук тата Марина Курчевская
1 год назад 00:01:42 1
Финанс пĕлĕвĕ кашни валли
1 год назад 00:01:19 2
Раççей шутне кĕнĕренпе — çулталăк
1 год назад 00:03:46 1
Сасăлава хутшăнмаллах
1 год назад 00:01:27 1
Паттăрсене хатĕрлеççĕ
1 год назад 00:11:06 1
Пуян та хитре эрешсем
1 год назад 00:02:05 1
Вăйли малта
1 год назад 00:02:31 1
Раççейĕн симĕс ылтăнĕ
1 год назад 00:02:46 1
Класс ертӳçисен форумне хутшăнĕç
1 год назад 00:01:52 3
Юманлăхсене аталантарĕç
1 год назад 00:01:43 1
Шахматçăсем тупăшаççĕ
1 год назад 00:02:19 1
Халăх культурине пĕлни кирлĕ
1 год назад 00:01:32 1
Паттăр ячĕ – ĕмĕр пурăннипе тан
1 год назад 00:01:50 1
Шахмат кубокне çӳллĕ шайра ирттерме хатĕрленеççĕ
1 год назад 00:02:07 1
«iВолга» форум вĕçленчĕ
1 год назад 00:01:10 1
Республика Пуçлăхĕ тӳрĕ эфирта пулчĕ
1 год назад 00:02:14 1
Чунпа ĕçлеççĕ
1 год назад 00:01:31 1
Раççей чемпионачĕ вăй илчĕ
1 год назад 00:01:21 1
«Культурăллă шăмат кун. Раççейри халăхсен вăййисем» акци старт илет