Республикра Чваш Ен Пулх Патшалх Канашне ян ырва стсе ява

Кӑҫал Комсомольскинче ҫӗнӗ шкул тума пуҫламалла, Ҫӗнӗ Шупашкарта вара медицина центрӗн ача-пӑча стационарне тӗпрен ҫӗнетме тытӑнмалла. Шупашкар хулинче тата Вӑрмар тӑрӑхӗнче ҫемье центрӗсем уҫма палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех республикӑра “Кӗрешӳ“ центр хута яма йышӑннӑ. Ҫакӑн пек тӗллевсем лартнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑвӗнче. Республика аталанӑвӗшӗн пӗлтерӗшлӗ документра мӗнпур отрасле тимлӗх уйӑрнӑ. Депутатсем, министрсем, тӗрлӗ ведомство пуҫлӑхӗсем, вӗренӳ, культура, спорт учрежденийӗсен ертӳҫисем, тӗрлӗ пӗрлешӳ хастарӗсем Ҫырӑва сӳтсе яваҫҫӗ. 
Back to Top