Кăçал вĕренекенсем канма яланхилле уйăх вĕçĕнче мар, кăшт маларах каяççĕ. Çитес тунтикунтан, раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнчен, Чăваш Республикинче хĕллехи каникул пуçланать. Кун пирки паян влаçра тăрăшакансен тунтикунсерен иртекен ларăвĕнче сӳтсе яврĕç. Каникула иртерех кайнин сăлтавĕ – чир-чĕр. Чăваш Енри пĕр шкул тата 51 класс кăшăллă вирус тата 90 класс грипп алхаснипе карантинра. Канăва иртерех ямаллин сăлтавĕ çакăнта. Ларури тепĕр çивĕч ыйту – хаксем ӳсни. Вĕсем республикăра кăна мар, çĕршывĕпех хăпараççĕ. Чăваш Енре хаксем 8 процента яхăн ӳснĕ. Ытларах кӳрсе килекен таварсем хакланнă. Çапах та регионта кăларакан апат-çимĕç хакĕ те ӳснине палăртмалла. ДМИТРИЙ КРАСНОВ: «Куллен кирлĕ çимĕçсем чылай хакланнине палăртатпăр. Купăста – икĕ хут, кишĕр, çĕр улми, сухан хакĕсем 40 процент ӳснĕ. Аш-какай та хакланнă. Сăмахран, чăх какайĕн хакĕ ӳснĕ. Ку комбикорм 25 процент хакланнипе çыхăннă». Çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсем ӳсни, кĕркунне тухăç сахал пухса илни тата ытти сăлтав хака хăпартаççĕ. Ӳсĕме чарас тĕллевпе респуб
1 view
67
11
1 year ago 00:18:39 3
Extreme Breath-Holding
1 year ago 00:02:19 1
Кану тапхăрĕнче салтак çемьеленнĕ
3 years ago 00:02:12 1
Хаксем ӳсни тĕрĕс е халăхра сарăлнă сăмах?
3 years ago 00:01:26 1
Хаксем мĕншĕн ӳснĕ?
3 years ago 00:09:16 4
DDR4 vs DDR5 RAM - Test in 8 Games
3 years ago 00:01:24 1
Хаксем ӳснĕ
4 years ago 00:02:03 1
[Before/after] Maxime, Responsable hébergement au Club Med
9 years ago 00:03:18 1
USN EA-6B Prowler End Of The Line • Retired After 45 Years