Иван Яковлев çуралнăранпа кăçал 175 çул çитнине халалланă мероприятисене Чăваш Енре, Тутарстанра, Чĕмпĕрте, Санкт-Петербургра тата ытти тăрăхра анлă тата пысăк йышпа ирттереççĕ. Çак кунсенче Раççей Патшалăх Думинче çавра сĕтел йĕркелерĕç. Иван Яковлевичăн пурнăçне, ĕçĕ-хĕлне çутатакан хаклă документсемпе, тĕрлĕ тапхăрта ӳкерĕннĕ хальччен никам курман сăн ӳкерчĕксемпе паллашма пултарчĕç Раççей Патшалăх Думинче йĕрекленĕ куравра. Чăваш чĕлхине тата литературине вĕрентекенсем те кунта тĕрлĕ регионтан пуçтарăннă.
НАТАЛЬЯ АЛЕКСАНДРОВА: «Иван Яковлев халалĕ – пурнăç кĕнеки. Çавăнпа та вăл пире чăваш чĕлхин литературине вĕрентекенĕсемпе, шкул ачисене вĕренӳ