Раççейре чăвашсенчен вĕренсе сывлăхпа хавшакраххисем валли ача сачĕсем уçаççĕ

Шупашкарти «Çăлтăрчăк» 7-мĕш ача-пăча сачĕ шăпăрлансене кăмăлпах йышăнать. Çулталăка яхăн ĕçлекен лекотекăна 2 уйăхрисенчен пуçласа 7 çултисем çÿреççĕ. Сывлăх енчен хавшакраххисем валли кунта условисем çителĕклĕ. Пандуссем, лифтсем тата ытти хăтлăх пур. Чăваш Ен тĕслĕхĕпе Раççейри ытти регионта та çавнашкал ача сачĕсем уçма палăртнă.
Back to Top