Шахмат вăййи ăс-тăна аталантарма, шухăш вылявне ирĕке яма май парать теççĕ ăстасем. Чăваш Енре ачасем хушшинче шахмат выляссипе Раççей кубокĕн тапхăрĕ пуçланчĕ. Ăмăртупа çыхăннă вăрттăнлăхсемпе «Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче журналистсене паллаштарчĕç.
Ĕлĕкех аталанса вăй илнĕ ăс-тăн вăййи паянхи кун та хăйĕн кăсăклăхне çухатмасть. Çамрăк вăйă ăстисене – шăккалатран тунă кубокпа чыслĕç. «Шах» тата «мат» лартакансем 9, 11, 13-çулчченхи ачасем, тата 15 çула çитмен çамрăксем пулĕç. Хăйсен ӳсĕмĕсенче мала тухнисене 2 уйăха яхăн ăсталанă пылак парнепе чыслĕç. Çавăнпах ĕнтĕ ăмăртăва чылай чухне «шăккăлат кубокĕ» тесе те калаççĕ. 46 регионти 500 яхăн çамрăк тупăшăва хутшăнма çитнĕ ĕнтĕ. Турнирăн тĕп лапамĕ «Шупашкар Арена» пăр керменĕ пулĕ. Унта вăйăсем, чыслав тата тупăшăва пĕтĕмлетнине халалланă уяв иртĕ. Пирĕн республикăра ку вăйă анлă сарăлнă, унпа кăсăкланакансем 13 пине яхăн. Ăна кăмăллакансем шăпăрлансенчен пуçласан аслисем таран. Çавăн пекех Чăваш Енре асăннă вăйăпа çыхăннă проект та пурнăçланать. «Шкулта – шахмат вăййи» проект 90 шкулта вăй илнĕ, 10 пине яхăн ачана пĕрлештерет. Регионти малта пыракан аслӑ шкулсен никӗсӗ çинче Анатолий Карповпа Сергей Карякин паллӑ гроссмейстерсем хăйсен шахмат шкулӗсене йӗркелени те пĕлтерĕшлĕ пулăм. Палăртса хăвармаллах, пĕлтĕр Чăваш Енре шахмат выляссипе Раççей чемпионачĕн суперфиналĕ иртнĕ, ăна Раҫҫейӗн шахмат историйӗнче чи лайӑххисем тесе йышӑннӑ. Шахмат вăййине аталантарас тĕллевпе ăмăрту пынă кунсенче квест-вăйăсем, лекцисем, ăсталăх лаççисем иртĕç. Унта кирек кам та хутшăнма пултарнине пĕлтерчĕç ларура.
1 view
210
41
1 year ago 00:01:43 1
Шахматçăсем тупăшаççĕ
1 year ago 00:01:50 1
Шахмат кубокне çӳллĕ шайра ирттерме хатĕрленеççĕ
2 years ago 00:10:02 6
7 героев 13 рекордов десятой Сибириады
7 years ago 00:02:13 9
Спортсмены градообразующих предприятий Железногорска борются за Кубок космонавтики