Чăваш Ен тĕп хулинче шахмат выляссипе пĕрремĕш хут Раççей кубокĕн тапхăрĕ иртет. 5-мĕш кун ĕнтĕ яш-кĕрĕм шахматла выляса мала тухассишĕн, «Шоколад кубокне» çĕнсе илессишĕн тупăшать. Телейлĕ ачалăх ҫулталăкĕнче ҫакăн евĕр мероприятисене ирттерни уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Турнир ăмăртăвне пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те çитрĕ.
Мĕн ачаран шахмат вăййисемпе кăсăкланакансем, ӳссе ҫитсен те çак вăййа камăллаççĕ. Вĕсем пурнăҫăн тĕрĕс ҫул-йĕрĕпе пыраҫҫĕ.
ЗОЯ ИГНАТЬЕВА: «Ку соревновани пирĕн хулара пулса иртни мана питĕ савăнтарать. 42 регионтан 500 ытла ача килнĕ çак турнира. Манăн ача та çакăнта хутшăнать. Хăй вăхăтĕнче эпир те Костромана кайса курначчĕ. Костромара тоже çакнашкал пысăк турнир пулнăччĕ. Ачасем пурте хăйсене çирĕп тытаççĕ. Пĕр макăракан ачана та курмарăм». Хĕрлĕ тӳремре турнир вăхăтĕнче интерактивлă шахмат вăййине выляма пулать. Елена Краснова ăмӑртăва Тимофей ывăлĕпе Патăрьел тăрăхĕнчен килнĕ. Ăна ку турнира кукашшĕ хатĕрленĕ. Ялти клубра шахмат кружокне эрнере пĕр хут çӳресси те çамрăк спортсменшăн тĕп вырăнта.
ЕЛЕНА КРАСНОВА: «Ачасене пĕр харăс çакăн пек вăйă туса пани питĕ хаваслă. Мĕн чул ача çак вăййа паян кĕтет. Кун пек чаплă вăйăçсемпе эпир выляса куратпăр-ши тесе ĕмĕтленеççĕ. Вĕсемпе выляса малалла ӳсĕмсем тăвасса шанаççĕ, вĕсем пек пулас тесе ĕмĕтленеççĕ». Шахмат ăмăртăвĕсене ирттерес ĕçре влаçра тăрăшакансем пысăк тӳпе хывни палăрать.
1 view
304
46
2 years ago 00:01:43 1
Шахматçăсем тупăшаççĕ
2 years ago 00:13:33 38
Пĕр-пĕрне хавхалантарса, пулăшса пыраççĕ
2 years ago 00:01:29 38
Таса тавралăхшăн тăрăшаççĕ
3 years ago 00:01:39 9
Шахмат чемпионĕсем — шкул ачисем
5 years ago 00:00:57 176
Вăрçă паттăрĕсене манмаççĕ
1 year ago 00:02:52 1
«Çĕнĕ çăлтăр» конкурса хутшăнаççĕ
4 years ago 00:02:34 1
Выльăх-чĕрлĕх тухтăрĕсем професси конкурсӗсенче тупăшаççĕ
3 years ago 00:02:02 1
Суту-илӳ хутшăнăвĕсем çирĕпленеççĕ
2 years ago 00:01:27 1
Паттăрсене хатĕрлеççĕ
3 years ago 00:02:15 1
Дистант мелĕпе тухтăрсем йышăнаççĕ
2 years ago 00:02:50 1
Çĕнĕ шкул хăпартаççĕ
5 years ago 00:01:37 4
Çемьесене пулăшаççĕ
2 years ago 00:01:35 1
Раççей шайĕнчи ăмăртура палăраççĕ
2 years ago 00:03:39 4
Патшалăх тытăмĕнчи ушкăнсем халăха пулăшаççĕ
3 years ago 00:02:17 3
«Ылтăн шайба» – хĕрӳ тупăшу
8 years ago 00:01:55 1
Шупашкарта ача сачĕсем хушшинче «Юр эрешĕсем» конкурс иртет
2 years ago 00:01:21 1
Донецк халăх республикин хастарĕсем Чăваш Енре хатĕрленеççĕ
2 years ago 00:01:35 1
950 ытла спортсмен тупăшăва хутшăнчĕ
2 years ago 00:03:34 5
Ватăсен кил-ҫурчĕсене тирпейлеççĕ
2 years ago 00:02:25 1
Чун ыйтнипе
3 years ago 00:01:26 1
Улталаннă пайçăсене пулăшмалла
3 years ago 00:01:44 1
Çăмăл атлетика енĕпе Раççей чемпионачĕ уçăлчĕ
2 years ago 00:01:48 11
Вăрнарти завод ĕçченĕсем гуманитари пулăшăвне ячĕç