«Çĕнĕ çăлтăр» конкурса хутшăнаççĕ

Çĕнĕ çула çĕнĕ çитĕнӳсемпе пуçлаççĕ. Чăваш патшалăх филармонин солисчĕсем «Çĕнĕ çăлтăр» çĕршыв шайĕнчи конкурсра хутшăнаççĕ. Ăмăртăва 2015 çултанпа Раççей хӳтĕлев министерстви пулăшнипе йĕркелеççĕ. «Бельканто» ушкăна Чăваш Республикинче пурăнакансем «Çăлтăр» телеканалпа курма пултарĕç. «Бельканто» ушкăна Чăваш Енре пĕлмен çын çук та пулĕ. Унта ултă юрăç. Вĕсемсĕр республикăра пĕр ĕç-пуç та иртмест. 2021-мĕш çулхи раштав уйăхĕнче йĕркеленнĕ ушкăн хăйсен пултарулăхĕпе кашни çыннах тыткăнлать, чĕре хĕлĕхĕсене пырса тивет. Итали чĕлхинчен куçарсан бельканто шăпах илемлĕ юрланине п
В начало