Сывлăх сыхлавĕнче вăй хуракансем çынсене сипленипе танах чиртен сыхлас тĕлĕшпе нумай ĕçлеççĕ. Ку енĕпе диспансеризаци самай пулăшать. Медицина тĕрĕслевĕ чĕре, ӳпке чирĕсене, усал шыçăсене малтанхи тапхăрта тупса палăртма пулăшать. Вĕсене шала каясран вăхăтра асăрханма пулăшать.
Шупашкар хулинчи 1-мĕш клиника сыватмăшĕнче поликлиникăра диспансеризаци иртет. Пирус туртатăр-и? Кунне мĕн чухлĕ утатăр? Мĕнле эмелсем ĕçетĕр? Инфаркт е инсульт пулнипе пулманни тата ытти те – пурĕ 30 ыйту. Çаксене хуравласан тухтăр патне кĕмелле. Шур халатлă ĕçченпе канашланă хыççăн анкетăра мĕн пăшăрхантарнине, мĕн ыратнине тӳрремĕн пĕлтермелле. Хуравсене кура мĕнле анализсем памаллине, еплерех тĕрĕслевсем витĕр тухмаллине палăртаççĕ. Пĕтĕмĕшле диспансеризаци тухма пĕр сехете яхăн кирлĕ.
ГАЛИНА ПЕТРОВА: «Пирĕн больницăра çур çулта 34 000 çын диспансеризаци тухнă. Диспансеризаци пурри питĕ аван, ăна кашниех ăнланмалл. Кашниех хăйен сывлăхне сыхласа хăварас тесе килсе диспансеризаци тухас пулать. Çынсем чир пуррине пĕлмесĕр юлма пултараççĕ. Диспансеризаци тухни питĕ пулашать. Диспансеризаци чухне чире малтан тупса сиплес, сывă хăварас май пысăкрах».
Диспансеризаци тухнисенчен 24 проценчĕ сывă. 10 ппроцент çыннăн шала кайнă чирсем тупăннă. Тĕрĕслев витĕр тухнă çынран 67 процентне ятарлă медпулăшу кирлĕ.
НАТАЛИЯ АНДРЕЕВА: «Эпĕ кăçал диспансеризаци тухрăм. Эпĕ хама лайăхах туяттăмччĕ, анчах мана тĕплĕнрех тĕрĕсленĕ хыççăн ман вар чирне тупрĕç. Халĕ эпĕ тĕплĕнрех сипленетĕп. Тавах диспансеризаци пурришĕн. Ăна тухма пурне те сĕнетĕп». Тĕрлĕ енлĕ тишкереççĕ тухтăрсем.
ГАЛИНА ПЕТРОВА: «Диспансеризацинче эпир чĕре чирĕсене, хырăм-вар чирĕсене, ӳпке чирĕсене тĕрĕслетпĕр тата çынсенчен мĕнлерех чирсемпе вĕсен ашшĕ-амашĕсем чирленине ыйтса пĕлетпĕр. Вĕсене пĕлнĕ хыççăн тухтăрсем мĕнлерех чирсем йăх тăрăх аталанаççĕ, мĕнлерех чирсем пирки çак çынна тĕрĕслес пулать тесе малалла шутлаççĕ».
1 view
227
70
4 months ago 01:03:09 8
Помогли восстановить авто отцу-одиночке. Она оставила детей и уехала...
5 months ago 00:37:47 1
От гнилухи до красавицы, один шаг. Благотворительный проект отцу одиночке.
8 months ago 00:28:15 1
Малярия - [История Медицины]
8 months ago 00:07:23 1
Покраска облезлых дисков, простой способ.
9 months ago 00:05:34 1
Малярия | Malaria короткометражка
1 year ago 00:02:39 1
Чире маларах палăртмалла
2 years ago 00:03:17 1
Лучшие фильмы Daniel Auteuil
2 years ago 00:17:03 1
ШВЕЦИЯ: ЧЕРЕЗ ВСЮ СТРАНУ НА АВТОДОМЕ | На автодоме по Европе | Выпуск 09