Илемлĕ те хăтлă çуртра пурăнма та кăмăллă. Чăваш Енре нумай хваттерлĕ çуртсене çĕнĕ «сăн» кĕртеççĕ. Республикăра Министрсен Кабинечĕ нумай хваттерлĕ çуртсенчи тĕп юсав программине халиччен 2043-мĕш çулччен палăртнă пулсан, халĕ 2055-мĕш çулччен тăснă.
Куç илемлĕхе юратать. Чăваш Енре пурăнакансене кăсăклантаракан ыйтусенчен пĕри вăл – çуртсене тĕп юсав тăвасси. Кун пирки вĕсем интернет уçлăхĕнче те сахал мар çыраççĕ. Республикăра 2014-мĕш çултан пуçласа нумай хваттерлĕ çуртсене юсаççĕ. Чăваш Енри Министрсен Кабинечĕ маларах 2043-мĕш çулччен палăртнă республикăри программăна тăсасси пирки çирĕплетнĕ. Халĕ вăл 2055-мĕш çулччен пырĕ. Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн министрĕ Павел Данилов пĕлтернĕ тăрăх, çакă юсамалли çуртсен шутне тата 17 çурта кĕртнипе çыхăннă. Вĕсен йышĕнче хальтерех туса лартнă нумай хваттерлĕ çуртсем те. Унсăр пуçне программăран 8 çурта кăларнă, мĕншĕн тесен вĕсем Раççей Федерацийĕн Çурт-йĕр кодексĕпе авариллĕ тата хăрушлăх кӳрекеннисен йышĕнче шутланаççĕ.
2 views
310
50
1 year ago 00:34:32 1
Вы чьё, старичьё ? 1982г Режиссер: Василий Пичул
1 year ago 00:01:50 3
Юсав вăхăтлă вĕçленмелле
1 year ago 00:01:09 2
Тĕп юсава тăснă
1 year ago 00:01:22 1
Шăнкăрав янăрать-ши?
2 years ago 00:01:36 1
Вăхăтлă та паха юсав пулмалла
2 years ago 00:02:22 1
Юсав хыççăн музей пулать
3 years ago 00:02:39 59
Юрлама та, ташлама та май пур
5 years ago 00:02:02 4
Çĕнĕ Эйпеçре юсав хыççăн клуб уçăлчĕ
6 years ago 00:02:44 1
Çĕрпÿри пĕр çуртра пурăнакансем чăтăмсăр тĕп юсав кĕтеççĕ
6 years ago 00:02:05 1
Юсав хыççăн центр уçăлчĕ
6 years ago 00:02:37 1
Нумай хваттерлĕ çуртра юсав
6 years ago 00:02:48 24
Юсав пырать — çурт çĕнелет
7 years ago 00:02:20 1
Канашра тĕп юсав программипе 28 çурт çĕнетĕç
7 years ago 00:01:03 1
Хушма 100 ытла нумай хутлă çуртра юсав ĕçĕсем ирттерĕç
7 years ago 00:02:17 1
Шупашкарта тĕп юсав программи малалла пурнăçланать
7 years ago 00:03:03 1
Тĕп юсав программипе республикăри 114 пин çын ырă улшăнусене туйнă
7 years ago 00:01:46 1
Тĕп хулари Ходяшевсен ячĕллĕ музыка шкулĕнче юсав вĕçленет