Чăваш Енри мухтавлă çемьесене çулсерен тĕрлĕ патшалăх наградипе чыслаççĕ. «Ашшĕ-амăш мухтавĕ» орден тата орден-медаль, «Юратупа шанчăклăхшăн» орден, «Анне» паллă тата ытти те. Çак сума Чăваш Енре пин ытла çемье тивĕçнĕ. Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕ умĕн 50 çул ытла пĕрле пурăнакансем Правительство çуртĕнче пулчĕç.
Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕ умĕн чылай çул шăкăл-шăкăл калаçса пурăнакан семьесене чысласси Чăваш Енре йăлана кĕчĕ. «Юратупа шанчăклăхшăн» орден илекенсем Чăваш Рсепубликин Пуçлăхĕпе тĕл пулчĕç. Хальлĕхе республикăра 200 ытла мăшăр çак хисепе тивĕçнĕ. Вĕсен речĕ татах пысăланчĕ. Тепĕр 7 çемье орденлă пулчĕ. Николай Ивановичпа Таисися Христофоровна 62 çул алла-аллăн тытăнса пурнăç çулĕпе утаççĕ. Вĕсем пилĕк ачана пурнăç çулĕ çине кăларнă. Мĕн канăва тухиччен «Слава» хуçалăхра ĕçленĕскерсен хăйсен çемье çирĕплĕхĕн вăрттăнлăхĕ пур.
ЕРШОВСЕН ÇЕМЙИ: «Пĕрне-пĕри хисеплесе пурăнмалла ĕмĕр тăршшĕпех. Манăн мăшăр эпĕ каланинчен иртмен, вăл яланах эпĕ хушнине итлесе пурăннă. Мана апат пĕçерсе парать-и – пурне те мана пулăшса пынă. Эпĕ те ăна пулăшса пынă. Ĕмĕр тăршшĕпе те ăна намăс сăмах каласа курман».
Николай Андреевичпа Галина Петровна та çак йĕркенех мала кăлараççĕ. Пĕр-пĕрне пулăшса пыни 54 çул кăвакарчăнсем пек пурăнма май панă, 6 ачана кун çути кăтартнă вĕсем.
ПЛАТОНОВСЕН ÇЕМЙИ: «Эпир халь пĕрле лайăх пурăннин вăрттăнлăхĕ – эпир пĕр-пĕрне юратни, пĕр-пĕрне ăнланни, çывăх пулни. Пирĕн ĕнтĕ ачисем нумай, вĕсен ачисем пирĕн саккăрăн, тата пирĕн правнук пур – Левушка. Хăна килсен савăнатпăр, йăпанатпăр, пулăшаççĕ».
Нумай çул пĕрле пурăнакансем çамрăк машăрсемшĕн – тĕслĕх. Çакна «Атăлçири чи ăнăçлă çемье» конкурсра республика чысне хӳтĕлеме ят лекнисем те палăртрĕç.
НИКИТИНСЕН-ЧУЧАКОВСЕН ÇЕМЙИ: «Пире питĕ килĕшрĕ кунта. Кунта нумай мăшăрсем пухăннă. Вĕсем çине пăхсан тата нумайрах мĕн те пулсан тăваас килет. Пирĕн вăй-хăват пухăнать. Кăмăл-туйăм питĕ вăйлă, пĕрремĕш вырăна питĕ йышăнасшăн».
1 view
223
73
1 year ago 00:02:23 1
Пултарулăха аталантарĕç
1 year ago 00:02:01 1
Паянхи паттăр
1 year ago 00:02:34 1
Пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ
1 year ago 00:02:22 1
Сăрă ăстисем — Патăрьелĕнче
1 year ago 00:01:21 8
Çӳпçипе хупăлчи яланах пĕрле
1 year ago 00:06:17 7
Тĕрлĕ халăх çамрăкĕсем форумра пуçтарăнчĕç
1 year ago 00:01:27 1
Открыткăсене улăштарма май пур
1 year ago 00:06:01 1
«Ялта чи лайăххисем» 1500 çынна пухрĕ
2 years ago 00:02:31 4
Чăваш Енре 5 пине яхăн çамрăк шкул пĕтерет
2 years ago 00:02:34 2
Следж-хоккей енĕпе турнир иртрĕ
2 years ago 00:02:20 22
Навруза пурте пĕрле уявлаççĕ
2 years ago 00:03:03 12
Çын чунне сиплекенсене чысларĕç
3 years ago 00:01:09 1
Тивĕçĕсене шанса пачĕ
3 years ago 00:00:58 1
Улшăнусем кĕтеççĕ
3 years ago 00:02:32 3
Спортпа туслă çемье
3 years ago 00:01:12 1
Вĕренни - çутă
4 years ago 00:02:53 1
«Яндекс» пĕрлешӳпе килĕшӳ турĕç
5 years ago 00:01:23 2
Сехетне 60 маска
6 years ago 00:03:13 1
Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ клубĕ хута кайнăранпа 45 çул çитнине уявларĕç
6 years ago 00:03:42 32
Хĕрлĕ Чутайра чи пултаруллă хунямапа кине палăртрĕç
9 years ago 00:00:41 2
Пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлени тухăçлă йышăнусем тума май парать