Çĕнĕ ертӳçĕ

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев йышăнăвĕпе Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн директорне çирĕплетнĕ. Культура çурчĕн тилхепине Андрей Попов тытса пырĕ. Андрей Попов нарăс уйăхĕн 5-мĕшĕнче 1985-мĕш çулта çуралнă. 2003-мĕш çулта Пермьри патшалăх хореографи училищинче «Балет артисчĕ» специальнăçе алла илнĕ. 2011-мĕш çулта Пермьри искусствăпа культура институтне вĕренсе тухнă. 2003-2010-мĕш çулсенче Пермьри Петр Чайковский ячĕллĕ оперăпа балет академи театрĕн солисчĕ пулса ĕçленĕ. 2010-2012-мĕш çулсенче Екатеринбургра вăй хунă. Андрей Викторович Пермьри оперăпа балет театрĕнче тата патшалăх хореографи колледжĕнче ĕçленĕ. «Манăн балет» студине йĕркелесе ярса ертсе пынă. Аса илтеретпĕр, Чăваш патшал
Back to Top