Текех чăрмавлă мар

Лапка-лапка юр çунине чылайăшĕ кăмăлаççĕ. Пĕрисем илемлĕ çанталăкпа киленеççĕ, теприсен вара, çул-йĕрсене пăхса тирпейлес тытăмĕнче вăй хуракансен, çанă тавăрса ĕçлеме тивет. Юр тасатакан ятарлă техника кашни кунах çула тухать. Транспорт çӳрекен çулсене тасатать. Хулари нумай хутлă çуртсен картишĕнчи çулсене, сукмаксене те юр куписенчен тасатса тирпейлесе тăмалла. Хулари коммуналлă хуçалăхсем çулсене такăрлатма хатĕр. Юр куписене тиесе тухма пуçланăранпа чăрмавсем çук. Шупашкарти пĕрлехи диспетчер службинче куллен ĕç мĕнлĕ пынине тишкерсе, тимлесе тăраççĕ. Видеосăнав мĕлĕпе кунта хулари урамсенче ĕç-пуç еплерех йĕркленнине пăхса тăма, йывăрлăхсем сиксе тухсан васквалă йышăну
В начало