Ача сачĕсем хăçан уçăлаççĕ?

Проектпа смета докуменчĕсене çиелтен хатĕрленипе, строительство материалĕсем кĕтмен çĕртен хакланнипе республикăри чылай ача садне вăхăтра уçайман. Çапах та ашшĕ-амăшĕ, пепкесем вĕсем уçăласса куç пек кĕтеççĕ. Çак кунсенче респуликăри вĕрентӳ министерствин, хула администрацийĕн, прокуратура ĕçченĕсем унта тĕрĕслевпе çитрĕç. Мĕн асăрхарĕç-ха вĕсем? Шупашкарти Асламас урамĕнчи 20-мĕш çуртра кĕçех пысăк «Малышок» ача сачĕ уçăлмалла. Хĕрлĕ хăю карса савăнăçлă уяв çывхарасса пепкесем те, унта ĕçлекенсем те кĕтеççĕ. Строительсем ырми-канми вăй хураççĕ. Ĕçсене туса пĕтернĕренпе пĕрех. 211-мĕш садикре теттесене, сĕтелсене, çывăрмалли кров
Back to Top