Çуркунне юханшывсенчи пăр çÿхелсех пырать, ун çине кĕни сывлăхпа пурнăçшăн пысăк хăрушлăх кăларса тăратма пултарать. Çăлавçăсем кун пирки асăрхаттараççĕ пулсан та, хăшĕ пĕри яваплăха туймасть. Пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче Шупашкарта 62 çулти пулăç шыва кайнă.