Сăр юхан шывĕн хĕрринче иккĕмĕш çул çарпа истори клубĕсен тата шырав отрячĕсен регионсен хушшинчи форумĕ иртрĕ. Ачасем кунта пĕлӳ илеççĕ, çавăн пекех хăйсем мĕн пĕлнине кăтартса параççĕ. Хальхинче форума хутшăнакансем Илле тăвĕ патĕнче стрелоксен 139-мĕш дивизийĕн Калуга облаçĕнчи Рославль хулинчи кĕркуннехи çапăçăвĕн сыпăкне чĕртсе тăратрĕç. 12 регионтан çитнĕ вăрçă çулне сăнарлакансен ĕçне пин ытла çын курса тĕлĕнчĕ.
300 ытла шыравçă тата çапăçăва сăнарлакансем Сăр юхан шывĕ хĕрринче. Вĕсен пурин те пĕр тĕллев – вăрçă ахрăмне асра тытса çамрăксене каласа кăтартасси, çĕнтерĕве çывхартакансемпе паллаштарасси. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев историпе паллаштаракансене тав сăмахĕ каларĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи пулăмсене пĕлни, çакăн пирки яш-кĕрĕме каласа кăтартни патшалăхăн ирĕклĕхне, хăватне, вăйне сыхласа хăварма май панине пĕлтерчĕ вăл. 4 куна тăсăлнă форумра вара пĕлмелли нумай. Чи пĕлтерĕшли вара стрелоксен 139-мĕш дивизийĕпе нимĕçсен çапăçăвне кăтартса пани пулчĕ. 1943-мĕш çулта кĕркунне Десна юхан шывĕ хĕрринчи ятсăр ту патĕнче 18 салтак тапăнма пуçланă. Историре тарăн йĕр хăварнă пулăма Чăваш Енре кăтартса пама ахальтен суйласа илмен. Тĕл перекенсен дивизийĕ йышĕнче чăваш çыннисем йышлă пулнă. Çапăçава чăнлăхри çапăçу евĕр йĕркелеме тăрăшнă, çавăнпа та ĕçре çар техникине, тĕл пĕрекенсен хĕç-пăшалĕсене усă курнă. Тупăллă 14 хурçă ут – халиччен кун чухлĕ техника пулман-ха. Пăшал сасси, «урра» кăшкăрни - вăрçă хирĕнчи пекех. Куракансен кăмăл-туйăмĕ, çамрăк шыравçăсен хастарлăхĕ çĕнĕ тĕллевсем патне ăнтăлма, кăсăклă тĕлпулусем ирттерме чĕнеççĕ тейĕн. Шырав отрячĕсен форумĕ – юлашки мар. Чăваш Ен ертӳçи ку форума кăçал çĕршыв ертӳçин Атăлçири элчин ушкăнĕ те тимлехе илнине каларĕ. Çитес çул вăл тата та анлăрах иртесси куçкĕрет.
1 view
190
62
4 months ago 00:02:52 1
«Хавхалану» фестиваль иртрĕ
11 months ago 00:03:09 9
«Театр — манăн ăраскал»
1 year ago 00:02:23 1
Пултарулăха аталантарĕç
1 year ago 00:02:26 1
Чун ыйтнă ĕç
1 year ago 00:01:47 15
Театрсен фестивалĕ уçăлчĕ
1 year ago 00:02:52 1
«Çĕнĕ çăлтăр» конкурса хутшăнаççĕ
1 year ago 00:19:49 1
«Чăвашсем ĕçчен халăх пулнине кăтартрăмăр»
1 year ago 00:04:35 3
Тутлă та илемлĕ çырла пухаççĕ
1 year ago 00:03:25 2
«Атăл» батальона йĕркеленĕренпе пĕр çул çитрĕ
1 year ago 00:02:19 1
«Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси» проект тухăçлăн пурнăçланать