Чăваш Енре Сири кунĕсем

«Туслăх – тĕнчере чи хакли», – теççĕ халăхра. Чăнах та, туслă пулсан кирек мĕнлĕ ĕçе пурнăçлама та, тăшмана парăнтарма та пулать. Чăваш Енре 128 тĕрлĕ халăх туслă пурăнать. Кашниех хăйĕн уявне паллă тăвать. Паян республикăри халăхсен туслăх çуртĕнче Сири культурин кунĕ иртрĕ. Уяв чăваш ташшинчен пуçланчĕ. Чăваш тата Сири халăхĕсем туслă пурăнаççĕ. Иртнĕ çулта республикăри халăхсен туслăх çуртĕнче Сири культура центрĕ хута кайнă. Чăваш Енре Сиринчен килнĕ 140 çын пурăнать. Вĕсенчен ытларахăшĕ кунта аслă пĕлӳ илме килнĕ. Вĕренсе тухсан чылайăшĕ кунтах юлнă, ĕçе вырнаçнă, çемье çавăрнă. Хăшĕ-пĕри чăваш хĕрĕсе
Back to Top