Ырă ĕçшĕн – ырă сăмах

«Ырă ĕçшĕн ырă сăмах илтни хавхалантарать, ĕçлеме вăй-хал парнелет», – палăртать ыркăмăллăх юхăмĕн хастарĕ Екатерина Осокина. Çирĕп ĕç кунĕн таппинче çывăх çынсене çеç мар, йывăр лару-тăрăва çакланнă, пулăшу кĕтекен ватăсене те вăл тимлĕх уйăрма ĕлкĕрет. Çавăн пекех «Хăтлă хула таврашĕ» программăпа иртнĕ интернет уçлăхĕнчи сасăлавра та çамрăксем пысăк ĕç туса ирттернĕ. Мĕнре-ши вăрттăнлăх? Хастар волонтёрпа паллашма эпир те ĕçтешсемпе пĕрле Тăвай районне çула тухрăмăр. – Ырă ĕçсем тума пире анне-атте мĕн пĕчĕкрен вĕрентнĕ. Эпир ялта ӳснĕ çынсем ĕçлеме хăрамастпăр. Çавăнпа та пулăшса пыма т&#
Back to Top