Чăваш Енре виççĕмĕш хут «Атăлçири ăнăçлă çемье» конкурсăн финалĕ иртет. Тупăшăва хутшăнакан 14 çемье утă уйăхĕн 7-8-мĕшĕсенче Шупашкарти Чăваш патшалăх филармонине пухăнчĕç. Вĕсем пурте хăйсен регионĕсен çĕнтерӳçисем. Чăваш Республикин чысне Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи Урхас Кушкă ялĕнче пурăнакан Никитинсен-Чучаковсен çемйи хӳтĕлет.