Шупашкар районĕнчи Çĕньял-Покровски шкулĕнчен ылтăн медальпе вĕренсе тухнă Ваня Кириллов Аслă Çĕнтерĕве халалласа тăван тăрăха пысăк парне тунă. Каччă шкул стени çине вăрçă çулĕнчи паллă пулăма сăнарланă. Унăн пултарулăхĕпе пирĕн ĕçтешсем те паллашрĕç.