Паттăр пулса çуралмаççĕ, паттăр пулса тăраççĕ. Ҫӗнӗ Шупашкарти патрульпе пост службин взвод командирӗ Сергей Ежов Чăваш Республикинче пурăнакансемшĕн чăн-чăн паттăр. Çил-тăвăл алхаснă вăхăтра Атăл сулахай çыранĕ енчен вăл 30 çынна каçарнă.
– Сире, чăнах та, тав сăмахĕ каласшăн. Эсир питĕпаттăрла ĕç тунă. Сире çак паттăрлăхшăн тав тăватпăр. Чăваш Республикинче пурăнакансем Сергей Ежова тав тăваççĕ. Ытларах, паллах, вилĕмрен çăлнă 30 çын.
СЕРГЕЙ ЕЖОВ: «Çил-тăвăл вăхăтĕнче ачасем, хĕрарăсем кăшкăрнине илтрĕм. Пулăшу ыйтма кимĕ патне чупса килчĕç. Каярахпа кăшт çилĕ тăхтасан вĕсене пурне те хула еннелле каçартăм». Йĕрке хуралçи каллĕ-маллĕ çичĕ-сакăр хут хутланă. Кимме тăватă-пилĕк çын лартнă. Ытлашши юрамасть, кашнинех çăлăнмалли жилетка тăхăнтартнă. Сергей Ежов хăйне паттăр тесе шутламасть. Ашшĕ-амăшĕ ачаранпах кирек мĕнле ĕçе яваплă тума хăнăхтарнă ăна. Çынна пулăшасси тĕп вырăнта уншăн.
СЕРГЕЙ ЕЖОВ: «Унта хăв çинчен шутламастăн. Йĕркеллĕ пултăр тесе шутлатăн. Вĕсемшăн эпĕ яваплă». Кăçал кăна йĕрке хуралçи хӑйӗн ĕçтешӗсемпе пӗрле Атӑл ҫинче путакансене темиçе хут та çăлнă. «Ку – пирĕн тивĕç», – тет вăл.
3 views
180
46
2 years ago 00:01:36 3
Чăн-чăн паттăр
8 years ago 00:02:20 73
Раççей паттăрне халалласа волейбол турнирĕ
2 years ago 00:26:15 4
Чăвашăн манăçман паттăрсем! Олег Прокопьев. Чĕрĕ юлнисем каласа параççĕ.
7 years ago 00:02:31 25
Вăрçă паттăрĕсене мĕн пĕчĕкрен хисеплеме вĕренеççĕ
3 years ago 00:01:09 0
Паттăрсене асăнса
7 years ago 00:02:20 0
Чăваш хăйĕн паттăрне манмасть
2 years ago 00:01:52 0
Паллă кунпа — пулăшу
4 years ago 00:01:58 6
«Манăçнă çапăçусем, паллă мар паттăрсем»
6 years ago 00:01:09 2
Тăван çĕршывăн паттăрĕсене асăнса чечексе хучĕç
4 years ago 00:02:45 0
Хÿтĕлев чиккисен паттăрлăхĕ çинчен çĕнĕ фильм
2 years ago 00:01:58 3
Ятарлă çар операцинче хутшăнакансем валли пулăшу
2 years ago 00:01:25 0
Ĕмĕтне пурнăçласшăн
1 year ago 00:02:34 0
Николай Петров – Раççей Паттăрĕ
2 years ago 00:01:27 0
Паттăрсене хатĕрлеççĕ
4 years ago 00:03:11 0
Паттăрсене сума суса
2 years ago 00:01:19 0
Паттăрсем хамăр хушăрах
2 years ago 00:01:19 2
Раççей шутне кĕнĕренпе — çулталăк
2 years ago 00:03:20 0
Раççей кунĕ
3 years ago 00:02:34 3
Парăнман Паттăр-хула
2 years ago 00:06:01 8
Искей Пайтулĕ паттăррăн çапăçса вилнĕренпе 350 çул çитрĕ