Çĕнĕ çул çывхарсах пырать. Чылайăшĕшĕн çулталăкри чи пысăк уяв вăл. Ăна ачасем çеç мар, аслисем те чăтăмсăр кĕтеççĕ. Республикăри ял-хуласене юртан тунă кÿлепесем, çĕнĕ çул паллисем тата капăр чăрăшсем илем кÿреççĕ. Шупашкарти Калинин районĕнчи «Овас» скверта та уяв кăмăлĕ хуçаланать.