Тĕлĕнмелле шăпаллă çын

Поэт, прозаик, драматург, совет тата чăваш çыравçисен пĕрлĕшĕвĕсен пайташĕ. Сăмах, Валентина Семеновна Чаплина пирки пырать. Раштав уйăхĕн 10-мĕшĕнче вăл çуралнăранпа 100 çул çитет. Çак сумлă çавраçула халалласа Чăваш Республикин хальхи истори патшалăх архивĕ «Тĕлĕнмелле шăпаллă пултаруллă çын» виртуаллă курав хатĕрленĕ. Унăн хаклавĕнче Алексей Зотиков ĕçтеш пулчĕ. Хайлавсен ал çырăвĕсем, кĕнекесем, сăн ӳкерчĕксем, аса илӳсем, документсем тата ытти те. Валентина Чаплина фончĕ пуян. Çыравçăн архивĕ управăша 2002-мĕш çултах килнĕ. Тепĕр икĕ çултан фонда çĕнĕ документсем хутшăннă. Виртуаллă курав виçĕ пайран тăрать. «Тĕлĕнмелле шăпа», «Кашни хайлава чĕререн çырнă», «Çынсене кирлинче – телей». Сăн ӳкерчĕксемпе тав хучĕсемпе кашни пай вĕçĕнче паллашма пулать. Курава кĕнĕ çĕр ытла документ вăхăт йĕркипе вырнаçнă. Вĕсем кашни пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртаççĕ архив ĕçченĕсем. АЛЕКСАНДР МАКСИМОВ: «Унăн ачасемпе ĕçленĕ документсем. Çавна палăртас килет. Çавсем хушшинче вăл пичетленĕ кĕнекесем кăна мар, вăл хăй аллипе çырн
Back to Top