Çемье, юратупа шанчăклăх уявне халалласа кăçалхи утă уйăхĕн 7-8-мĕшĕсенче Шупашкар Атăлçи тăрăхĕнчен килекен ăмăртуçăсене «Чи ăнăçлă çемье» конкурсра йышăнать.
Унта 3 тата ытларах çул çитмен ачасене ӳстерекен çемьесем хутшăнма пултараççĕ. Çавăн пекех усрава илнĕ пепкеллĕ çемьесен те пултарулăх ăмăртăвĕнче хăйсене тĕрĕслеме май пур. Конкурс программи 4 тапхăртан тăрать: тупăшăва хутшăнакансен кăсăклă хăйсем çинчен паллаштармалла, пултарулăхпа палăрмалла, культурăпа тавра пĕлӳ конкурсĕнче хăйсене тĕрĕслемелле, конкурсçăсем пурăнакан регион çинчен каласа памалла, пĕр-пĕрне çемье телейĕ, воспитанири вăрттăнлăхсемпе паллаштармалла. Тăрăхсенче хăйсен çĕнтерӳçисене палăртнă ĕнтĕ. Тупăшăва 139 çын хутшăнмалла. 14 çемье «Атăлçири чи ăнăçлă çемье» пулнине кăтартĕç. Чăваш Республикин чысне Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи Урхас Кушкă ялĕнче пурăнакан Никитинсен-Чучаковсен çемйи хӳтĕлет. Роман Владимировичпа Валерия Владимировна тăватă ачана вĕрентсе, ĕçе хăнăхтарса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларассишĕн тăрăшаççĕ. Çул çитменнисенчен пĕри çеç – хăйсен, ыттисене опекăна илнĕ. «Кунĕпех ача сасси, вĕсене тимлесе тăни ывăнтармасть, тепĕр майлă – малалла пурăнмалли кăмăла хăпартать», – тет машăр. Р
ОМАН НИКИТИН: «Нумай ачаллă ашшĕ пулма мана йывăр мар, мĕншĕн тесен манăн мăшăр пур, юратнă мăшăр поддержка пурри, питĕ аван. Нумай ача ашшĕ пулма питĕ савăнăçлă. Эпĕ ĕçе каятăп. Ĕçре хамăн ĕçсене туса килетĕп, унта урăх атмосфера. Кунта киле килетĕн – кашни ача хăйне май. Килетĕн те ĕç пирки пĕтĕмпех манса каятăн, вĕсен ăшне путатăн. Вĕсем пĕр чарăнми калаçаççĕ те калаçаççĕ».
Паллах, çемьери юрату та вăй-хăват парса тăрать.
ВАЛЕРИЯ ЧУЧАКОВА: «Хĕрарама кирлĕ чи пĕрремĕш юрату. Юрату пулсан пĕтĕмпех пулать. Ачасене пăхса тăрсассăн, ачасем вĕсем амăшĕн мĕнле кăмăл-туйăм, вĕсем пĕтĕмпех пире пăхаççĕ. Мĕнле эпир вĕсене пăхатпăр, шăп çавăн пек. Пирĕн кăмăл пур тăк – вĕсен те пур. Эпир юрлатпăр пулсассăн вĕсем те юрлаççĕ».
Утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче тăхăр сехет çурăра конкурса хутшăнăкансем тупăшма пуçлаççĕ. Тепĕр кун вара Чăваш патшалăх филармонийĕнче 18:00 сехетре çĕнтерӳçĕ кам пулнине палăртаççĕ.
1 view
289
89
3 months ago 00:21:05 1
30 августа вдовьи помочи. Бросьте в огонь болезни, скорби и печали
6 months ago 00:04:10 1
Witchboard . Witch 1 - Live From The Streets Of Chicago (1994 Chicago,Illinois)
1 year ago 00:07:38 1
This Time I’ll Let Go of Fear (Calling for Change - 2021 MIX) - The Irrepressibles
1 year ago 00:02:22 3
Çирĕп çемье никĕсĕ мĕнре-ши?
1 year ago 00:04:53 1
DIY | Another IKEA HACK!!!!!
1 year ago 00:01:54 1
Вăрçă çулĕсем — куç умĕнче
1 year ago 00:01:32 1
Паттăр ячĕ – ĕмĕр пурăннипе тан
1 year ago 00:03:37 7
«Çын пурнăçĕ» спектакль лартрĕç
1 year ago 00:02:34 1
Пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ
1 year ago 00:03:20 2
Вырăна çитсе курчĕ
1 year ago 00:02:32 1
«Атăлçири чи ăнăçлă çемье»
1 year ago 00:02:31 1
«Пушар хăрушсăрлăхĕ» универсиада иртрĕ
1 year ago 00:02:31 3
Лашапа чупакансем Кубокшăн ăмăртĕç
1 year ago 00:03:44 37
Çемьере юрату пулмалла
1 year ago 00:06:01 1
«Ялта чи лайăххисем» 1500 çынна пухрĕ
1 year ago 00:01:35 1
950 ытла спортсмен тупăшăва хутшăнчĕ
1 year ago 00:01:24 1
Çĕнĕ цех уçăлчĕ
2 years ago 02:09:37 1
vaporwave mashup radio
2 years ago 00:08:26 2
🔥 Топ 5 Лучших Мотоциклов СССР 👍!
2 years ago 00:02:29 2
«Атăл тăрăхĕнчи халăхсен ăс-хакăл юррисен пĕрешкеллĕхĕ» курав
2 years ago 00:02:34 2
Следж-хоккей енĕпе турнир иртрĕ
2 years ago 00:03:15 26
Йĕпреç тăрăхĕнчи Туçа ялĕнче йĕлтĕр ăмăртăвĕ иртрĕ
2 years ago 00:05:16 1
Vangelo del Giorno Commento Benedizione ☩ Liturgia della Parola