Мĕн авалтан Чăваш Ен «симĕс ылтăн» çитĕнтерекен регион шутланнă. Çак ене республика халĕ те хастар аталантарать. Малашне хăмла ӳстермелли лаптăка 10 хут пысăклатасшăн. Кун çинчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Етĕрне тăрăхĕнчи «Русхмель» пĕрлешӳре пулнă май каларĕ.
Явăнса ӳсекен «симĕс ылтăн» аякранах куçа илĕртет. Кунта ăна çитĕнтерме 20 гектар хăмла шпалерĕ туса хатĕрленĕ. Кăçал «Русхмель» пĕрлешӳ хăйĕн бригидине йĕркеленĕ. Унта 14-15 хăмлаçă.
МАРГАРИТА ИВАНОВА: «Ĕçсемпе кăмăллă. Анасем çумлă мар, тирпейлĕ, çĕнĕрен те çĕнĕ лартса пыратпăр, кăçал çуркунне 5 гектар лартнă, питĕ лайăх чĕрĕлчĕç калчасем, кĕркунне тепĕр 5 гектар лартасшăн, хальхи вăхăтра пирĕн «Русхмельăн» 15 гектар хăмла, 10 гектарĕ кăçал тухăç парать».
Хăмла – тимлĕх ыйтакан культура. «Ăна вăхăтра пăхса тăмалла, явмалла, унсăрăн вăл лайăх тухăç памасть», – палăртаççĕ кинемейсем.
НИНА ЯСТРЕБОВА: «Кун пек ĕç пулсассăн ялта, паллах, лайăх. Çамрăксене те çак ĕçе хăнăхтарса пымалла вăраххăн. Вĕсем ахальте ĕçлеççĕ халь, тухса ĕçлеççĕ, вăхăт пур чухне».
2022-мĕш çулта пĕрлешӳ хăмлана сортировка тумалли хатĕр туяннă. Етĕрне тăрăхне ăна кăçал илсе çитернĕ. Вăл сехетре 500 килограмм хăмла татма пултарать. Малашне вара кунта «симĕс ылтăна» типĕтекен хатĕр те вырнаçтарма палăртаççĕ. Çак комплекс 30-35 гектар хăмлана пĕтĕмĕшле тирпейлеме май памалла. «Тĕрлĕ енлĕ ĕçе йĕркелени пире çитес çул хамăрăн тĕллевсене анлăн пурнăçа кĕртме пулăшать,» палăртрĕ регион ертӳçи Олег Николаев.
– Хамăрăн компетенци центрĕнче эпир ытти регионсене вĕрентӳ ĕçне те йĕркелес тесе тĕллев лартнăччĕ. Калас пулать, 2 çул хушшинче 2 группăна вĕрентсе кăлартăмăр. Ку ĕçе 15 регион патнелле хутшăнчĕç, тĕрлĕ шайри специалистсем килсе вĕренсе кайрĕç. Хăмлана авăрсемпе çеç мар, ятарлă пробиркăсенче ӳстермелли меслете те алла илет Чăваш Ен. Экономика форумĕнче аграри университечĕн студенчĕсем ку енĕпе хăйсен çитĕнĕвĕсене кăтартнă.
1 view
240
54
5 months ago 00:10:47 1
Pr. Thomas Seyfried explique mon cas! YouTube, mes 19 Infractions sur 2200? Les Publications PUBMED
6 months ago 02:35:51 1
Фольклорный праздник «Ылтăн çӳпçерен» 2022 год
12 months ago 00:03:44 1
Автобус кĕтеççĕ
1 year ago 00:26:13 1
Eric Berg CENSURE. Retransmission avec la courtoisie du Dr Westman, Duke University et Dr. Eric Berg
1 year ago 00:02:31 1
Раççейĕн симĕс ылтăнĕ
1 year ago 00:01:45 1
100 балл илекенсем нумайланнă
1 year ago 00:02:27 1
«Симĕс ылтăн» лаптăкне 10 хут ӳстерĕç
1 year ago 00:02:12 4
Ачасене сыхламалла
1 year ago 00:05:51 3
9.Чунçÿрев-2011. Каçпи тинĕс хĕрринче. Çурçĕр Кавказ.
1 year ago 00:03:51 1
Археологсем Аслă Таяпа хулашне тĕпчеççĕ
1 year ago 00:01:35 1
950 ытла спортсмен тупăшăва хутшăнчĕ
2 years ago 00:07:26 1
Чувашская кухня. Хуплу. пирог с мясом. 2013г, на чувашском
2 years ago 00:04:08 13
Алексей Московский и Полина Борисова - Хулиган
3 years ago 00:01:23 1
Чун киленĕçĕ телей кӳрет
3 years ago 00:02:37 21
«Хĕрарǎм, сан умǎнта таятǎп пуçǎма»
5 years ago 00:03:37 1
Ылтăн алăллă патăрьелсем
5 years ago 00:02:28 101
«Елчĕк» ушкăн Раççейри «Ылтǎн шайба» ǎмǎртура палăрнă
5 years ago 00:01:49 45
Аслă Çĕнтерĕве халалласа
5 years ago 00:02:40 12
«Ылтǎн сǎпка» этнокультура форумě
6 years ago 00:12:14 66
Таз за лям? Лада Веста в максималке
7 years ago 00:03:25 1
«Ылтăн тени тутăхмасть»
7 years ago 00:03:54 1
Çĕрпÿ районĕнче хăмла туса илессипе Атăл тăрăхĕнчи „Уй кунĕ“ иртрĕ