Ĕçчен çынна ĕç хăй шырать. Республикăра пурăнакан хĕрарăмсем валли йĕркеленĕ «Анне-усламçă» çĕршыв шайĕнчи программа Чăваш Енре 5-мĕш хут иртет. Кăçал пурĕ 73 çын хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсенчен 35-шне малалла тупăшма суйласа илнĕ.
Çул çитмен ачаллă аннесем, усламра пĕрремĕш утăм тăвакансем е халиччен ку енре ĕçлесе курнисем хăйсен проекчĕсемпе паллаштарма хатĕрленеççĕ. Пĕрисем бьюти-сферăпа, тумсем çĕлессипе, çимĕçсенчен çыхă тăвассипе ĕçлеççĕ пулсан, теприсем вара ялта тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк ĕрчетеççĕ.
МАРИНА ВАСИЛЬЕВА: «Ялта халăх ĕç тупаймасть. Нумайăшĕ хурланаççĕ ĕç çук тесе. Ĕçлекен çын вăл таçтан та ĕç тупать. Çавăнпа каласан, хам шухăшпа манăн ачасем пысăкланнă çĕре мĕнле те пулсассăн бизнес уçса ярса ачасене таçта ярас килмест, килте хăварас килет. Ялта пурăнакан çамрăксем пурте тухса ан кайччĕр тесе, ялсене пĕтерес мар тесе ачасене килте хăварасшăн». Тупăшăва хутшăнакансем 3 кун усламçăсен картлашкипе еплерех хăпармалли çинчен пĕлӳ илĕç. Ăстаçăсен вăрттăнлăхĕсене усă курса хĕрарăмсем конкурсăн юлашки кунĕнче хăйсен проекчĕсемпе паллаштрĕç. Çĕнтерӳçĕне çĕр пин тенкĕ кĕтет. Вăлах çĕршыв шайĕнчи тапхăрта Чăваш Ен чысне хӳтĕлĕ. Унта та мала тухсан енчĕке миллион тенкĕлĕх хулăмлатма пултарĕ.
НАТАЛЬЯ ВАСИЛЬЕВА: «Çимĕçсенчен çыхăсемп хатĕрлетĕп. Çак ĕçпе 4 çул ĕçлетĕп. Гранта çĕнтерсе пĕчĕк мастерской уçса хама ирĕккĕн ĕçлеме тухас килет». Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕн ертӳçи Наталья Николаева тупăшăва хутшăнакансене килĕшекен ĕçре пĕрремĕш утăмсем тума «Анне-усламçă» программа пулăшнине палăртрĕ. Кăткăс та çивĕч ыйтусене тишкерме, йывăрлăхсене çĕнтерме хĕрарăмсене ăнăçу сунчĕ.
1 view
290
72
9 months ago 00:01:58 1
Çĕнтерӳçĕне - 100 пин тенкĕ
2 years ago 00:02:52 2
Çĕнтерÿçĕсене чысларĕç
2 years ago 00:01:42 5
Ферма çĕкленĕ
12 months ago 00:01:10 1
Çĕмĕрлере - «Асам»
2 years ago 00:02:45 1
Хÿтĕлев чиккисен паттăрлăхĕ çинчен çĕнĕ фильм
6 years ago 00:02:43 1
Прогресс хуçалăхра куккурус çитĕнтереççĕ
3 years ago 00:02:37 21
«Хĕрарǎм, сан умǎнта таятǎп пуçǎма»
3 years ago 00:34:14 5
Батальон моей Родины 2 Труженики тыла Презентация в К Куликеево
1 year ago 00:02:39 27
Фестиваль анлă иртрĕ
10 months ago 00:02:20 1
Вăрман хăрушсăрлăхĕ - шанчăклă алăра
2 years ago 00:02:09 1
Шкул ачисем киберспортра паларнă
11 months ago 00:04:26 1
Халăх пуçаруллă
11 months ago 00:02:31 2
Лашапа чупакансем Кубокшăн ăмăртĕç
10 months ago 00:02:45 1
Вăрмарсем ентешсене пулăшаççĕ
11 months ago 00:03:51 1
Археологсем Аслă Таяпа хулашне тĕпчеççĕ
4 years ago 00:01:19 57
Юр тасатакансен десанчĕ
9 months ago 00:01:15 3
Ертӳлĕх команди
10 months ago 00:01:14 1
Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем
12 months ago 00:01:48 7
«Добровидение» фестивале Чăваш Енрен «Уяв» хутшăнать