Тунă ĕçсене пĕтĕмлетрĕç

Çăмăл атлетикăпа Раççей Чемпионачĕ, Раççейри çамрăксен 5-мĕш спартакиади, «Наци кросĕ» тата ытти те – кăçал Чăваш Енре пĕлтерĕшлĕ нумай спорт ăмăртăвĕ иртрĕ. Кирлĕ трибунăна шыраса тупмалла, старта тăмалли хатĕрсене вырнаçтармалла, тупăшăва йĕркелемелле. Вĕсенче пуринче те республикăри спорт волонтерĕсен центрне çӳрекенсене курма пулчĕ. Ырă ĕç тăвакансем çулталăкри ĕçсене пĕтĕмлетрĕç. Александра Александрова 17 çултан 8 çулне спортпа çыхăнтарнă. Вăл çăмăл атлетикăра спорт мастерĕн кандидачĕ те пулса тăнă. Çĕннине шыранипех вăл ырă ĕç тăвакансен центрне ура ярса пуснă. Яваплăха хăнăхнă, çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пултарнă, тус-юлташ нумайланнă – волонтерта тăрăшма пуçласан пикен çаксем пурте пурнăçланнă. Александра тата унпа пĕрле центра çӳрекенсем кăçал спорт енĕпе çеç 25 мероприятине хутшăнса ырă ĕçсем тунă. СВЕТЛАНА ВОРОНКОВА: «Пирĕн ĕçре соревнованисем ирттерме питĕ кирлĕ çак çынсем – волонтерсем. Вĕсем пире питĕ пулăшаççĕ». Спорт ăмăртăвне курма килекенсен куçĕсем ялтăртаччăр тесе тăрăшаççĕ те волонтерсем.
Back to Top